Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.1 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Кивӗ Эйпеҫ

Ялта ҫуралса ӳснӗ ҫамрӑксем шкул пӗтерсенех вӑтам е аслӑ пӗлӳ паракан учрежденийӗсенче алла пӗр-пӗр професси илес тӗллевпе хуласене тухса каяҫҫӗ, диплом илсен вара нумайӑшӗ ӗҫ тупса ҫавӑнтах юлаҫҫӗ. Ҫамрӑксем тӑван ялсенех тавранччӗр тесе мӗн тумала-ши?

Ҫак ыйтӑва Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпӗҫ ял ҫыннисем хӑйне майлӑ татса парас тенӗ. Ӳсекен ӑрӑва илӗртекен хула илемне вӗсем яла кӳрме шутланӑ. Ӗҫе вара тирпей, илем кӳрессинчен пуҫланӑ, хӑйсен кил-ҫурт таврашӗнчи картиша тивӗҫлӗ сӑн кӗртессипе ӑмӑртса ӗҫе тытӑннӑ. Ятарлӑ пӗлӳ ҫук пулсан та тӑван яла илем кӳрессипе ҫунатланнӑ хастарлӑ ял-йыш тӑрӑшсах ӗҫлет.

Уйрӑмах хӑйне майлӑ пултаруллӑхпа Кивӗ Эйпӗҫре Владимир Поляков палӑрать. Унӑн картишӗнче алӑпа ӑсталаннӑ чӗрчунсен тӗнчи вырнаҫнӑ.

Юлашки 7 ҫулта ял-йыш кану вырӑнӗсене йӗркелессипе те хастаррӑн ӗҫлет, Кивӗ Эйпӗҫ таврашӗнче паянхи кун 8 парк вырнаҫнӑ. Уйрӑмах пӗр паркӗ юратакан мӑшӑрсене илӗртет, ҫавӑнпа та ӑна «Ҫамрӑклӑх» ята панӑ.

— Уйрӑмах каҫ-кӳлӗм вӑхӑтӗнче ҫутӑлнӑ хунарсемпе, шавлакан пӗрхӗнчӗк ял таврашне илемлетет, — хӑйӗн шухӑшне пӗлтерет Кивӗ Эйпӗҫре пурӑнакан Марина Лебедева.

Малалла...

 

Ял халӑхӗ уява хатӗрленет
Ял халӑхӗ уява хатӗрленет

Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫре пурӑнакансем ял уявне ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Район администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, асӑннӑ ял 303 ҫул тултарать. Ӑна ҫӗртмен 23-мӗшӗнче, Ҫимӗкре, палӑртасшӑн. Йӗркелӳҫӗсем ҫав куна ытахальтен суйласа илмен — леш тӗнчене ӑсаннӑ тӑванӗсене асӑнма ун чух халӑх та та килсе ҫитет-ҫке.

Уява хатӗрленсе вырӑнти парка халӗ тимлесех хӑтлӑх кӗртеҫҫӗ.

 

«Улӑп» спорт керменӗ
«Улӑп» спорт керменӗ

Елчӗк районӗнчи «Улӑп» сывлӑхпа вӑй-хал культурин комплексӗнче «Ташлакан шкул» проекта пурнӑҫа кӗртес енӗпе фитнес-аэробика семинарӗ иртнӗ. Ӑна педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, республикӑри спорт аэробикипе фитнес федерацийӗн президенчӗ О.Вербина ирттернӗ.

Семинара Чӑваш Тӑрӑмӗнчи, Тӗмерти, Шӑмалакри, Хӑвӑлҫырмари, Кӗҫӗн Таяпари, Кивӗ Эйпеҫри, Патреккелӗнчи, Ҫуткӳлӗнчи, Елчӗкри, Аслӑ Елчӗкри, Ҫирӗклӗ Шӑхалӗнчи, Курнавӑшри, Кушкӑри, Ҫӗнӗ Пӑвари вӑтам шкулсенчи, Елчӗкри ачасен ӳнер шкулӗнчи, «Илемпи», «Хӗвел» ача пахчисенчи специалистсем хутшӑннӑ. Семинарӑн тӗп тӗллевӗ — фитнес-аэробика вӗренӳ заведенийӗсенче ирттерекен вӑй-хал культурин урокӗсене явӑҫтармалли майсенчен пӗри.

Малалла...

 

Елчӗк районӗнчи Курнавӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкула районти пултаруллӑ вӗренекенсем СССР космонавт-летчикӗ А.Г.Николаев 80 ҫул, Х.М.Миначев академик 100 ҫул, СССР тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ халӑх учителӗ П.Н.Чернов 80 ҫул ҫитнине халалланӑ 4-мӗш наукӑпа практика конференцине пуҫтарӑнчӗҫ. Кӑҫалхи конференци Раҫҫейри Ҫамрӑксен тата Чӑваш Республикинчи Ҫӗр ӗҫченӗсен ҫулталӑкӗпе тӗл килчӗ. Чаплӑ уява Елчӗк район пуҫлӑхӗн ҫумӗ - вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗн ертӳҫи Л.В.Левый, СССР Халӑх учителӗ П.Н.Чернов, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ П.М.Смирнов хутшӑнчӗҫ, сӑмах каларӗҫ. Шкулта мухтавлӑ юбилярсен ячӗсемпе чаплӑ стендсем йӗркеленӗ. Халӑх музейӗн ертӳҫи А.П.Смирнов мухтавлӑ ентешсен ӗҫӗ-хӗлне палӑртса анлӑ доклад турӗ.

Петр Никифорович Чернов 1929-мӗш ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Вырӑскасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ачалӑхӗ аслӑ аттелӗх вӑрҫи ҫулӗсемпе тӗл килнӗ май ҫӑмӑлах пулман.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне укҫапа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсенчен пуҫланӗ, ҫавӑнпа ытлашши тӑкакланасран асӑрханӑр. Ӗҫре ӑнланманлӑхсем сиксе тухма пултарӗҫ, анчах эрне варринелле лару-тӑру йӗркеленӗ. Харпӑр пурнӑҫра ӑнлану пулӗ.

Ака, 07

1905
121
Аттай Марк Сергеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1930
96
Григорьев Николай Григорьевич, литература критикӗ ҫуралнӑ.
2002
24
Ахтупай Валентин Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та